Елчӗк ҫерӗ ҫинче ҫуралса ӳснӗ, пӗр вӑхӑтра Шупашкар районӗнчи Апаш ял тӑрӑхне, кайран Шупашкар районӗнче ял хуҫалӑх пайне, унтан район администарцине ертсе пынӑ Анатолий Князева Коми Республикин вице-премьерне ҫирӗплетнӗ. Кун пирки асӑннӑ тӑрӑхӑн официаллӑ сайтӗнче паян пӗлтернӗ.
Аса илтеретпӗр, кӑҫалхи ҫуркунне ӑна асӑннӑ Коми Республикин ял хуҫалӑх министрне лартнӑччӗ. Унта ҫул тытиччен Анатолий Князев чӑваш парламенчӗн депутачӗ пулнӑччӗ, маларах вара Патшалӑх Канашӗнче вице-спикер должноҫне йышӑннӑччӗ.
Коми Республикин ҫӗнӗ правительствинче унчченхи министрсенчен хӑшӗсем пукансӑр юлнӑ. Чӑвашран кайнӑ Анатолий Князева вара министр должноҫӗнчех хӑварнӑ, унсӑр пуҫне яваплӑхне те ӳстернӗ.
Чӑваш Республикинче ачасен правине хӳтӗлекен уполномоченнӑй пулмасть. Кун пирки ЧР Патшалӑх Канашӗн сайтӗнче пӗлтереҫҫӗ. Паян иккӗмӗш сессири черетлӗ лару иртнӗ. Ӑна Валерий Филимонов ертсе пынӑ. Парламентари 30 ыйту пӑхса тухнӑ. Депутатсем ачасен прависене хӳтӗлекен уполномоченнӑй тивӗҫне пӑрахӑҫлама ыйтнӑ. Куншӑн 37 депутат сасӑланӑ, виҫҫӗшӗ вара хирӗҫ пулнӑ.
Унӑн тивӗҫӗсене ҫынсен прависене хӳтӗлекен уполномоченнӑй пурнӑҫласа пырӗ. Эппин, ку ӗҫ Юрий Кручинин ҫине тиенӗ. Парламентари ку должноҫе регионти хыснана перекетлес тӗлӗшпе пӗтерме йышӑннӑ.
Аса илтерер: ачасен прависене унччен Вячеслав Рафинов хӳтӗленӗ.
Етӗрне район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Кузьмин ӗҫрен кайнине, ку тивӗҫе вӑхӑтлӑха Владимир Семенов пурнӑҫланине Чӑваш халӑх сайчӗ ӗнер пӗлтернӗччӗ. Владимир Прохорович, сӑмах май, район администрацийӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗнче 2012 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнченпе ӗҫлет.
Ӗнерех Чӑваш Ен Элтеперӗн хушӑвӗпе Етӗрне район администрацине ертсе пымалли ҫынна палӑртакан комисси йӗркеленӗ. Йыша ЧР Элтепер Администрацийӗн Ертӳҫин пӗрремӗш ҫумне — Шалти политика управленийӗн пуҫлӑхне Лариса Арсентьевана, ЧР Патшалӑх Канашӗн Ертӳҫин ҫумне — Патшалӑх строительстви, вырӑнти хӑйтытӑмлӑх, Регламент тата депутат этики енӗпе ӗҫлекен комитет ертӳҫине Николай Малова; чӑваш парламенчӗн тепӗр депутатне, Чӑвашпотребсоюз канашӗн ертӳҫине Валерий Павлова; Чӑваш Республикин муниципалитет пӗрлешӗвӗсен канашӗн ӗҫ тӑвакан директорне Станислав Николаева кӗртнӗ.
Комисси суйланӑ ҫынна районти Депутатсен пухӑвӗн ларӑвӗнче пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн ҫирӗплетеҫҫӗ. Конкурс хӑҫан иртессине хальлӗхе пӗлтермен.
Етӗрне районӗн хаҫачӗ «Ӗҫ ялавӗ» пӗлтернӗ тӑрӑх, район пуҫлӑхӗ Владимир Кузьмин должноҫран кайнӑ. Хӑй ӗҫ вырӑнне хӑварасси пирки вӑл депутатсен пухӑвӗнче каланӑ.
Юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗнче депутатсем планра палӑртман пуху ирттернӗ. Сӑлтавӗ те пулнӑ: влаҫ улшӑнать. Район пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ Владимир Кузьмин ӗҫрен хӑйӗн ирӗкӗпе каяссине пӗлтернӗ. Должноҫран кӑларма ыйтса вӑл заявлени ҫырнӑ. Пур депутат та унӑн йышӑнӑвӗпе килӗшнӗ.
Халӗ Етӗрне район пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пӗрремӗш ҫум Владимир Семенов вӑхӑтлӑх пурнӑҫлать.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин тытӑмӗнче ӗҫлекенсем тава тивӗҫесшӗн. Ведомствӑна ертсе пыракан Сергей Неяскин нумаях пулмасть иртнӗ Министрсен Кабинечӗ ларӑвӗнче «Чӑваш Республикинчи шалти ӗҫсен органӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ята йышӑнса хӑварма сӗнсе каланӑ.
Министр сӗнӗвне Чӑваш Енӗн Элтеперӗ ҫумӗнчи Общество канашӗ ырласа йышӑннӑ.
Чӑваш Енре Шалти ӗҫсен министерствине полицин генерал-майорӗ Сергей Неяскин кӑҫалхи ака уйӑхӗнчен ертсе пырать. Аса илтеретпӗр, унччен вӑл Сарӑту облаҫӗнче ШӖМре тӑрӑшнӑ. Сергей Неяскин Мӑкшӑ Республикинче 1959 ҫулта ҫуралнӑ. Вырӑнти патшалӑх педагогика институтӗнче, каярах Раҫҫей ШӖМӗн Чулхулари аслӑ шкулӗнче вӗреннӗ.
Чӑваш Енри тӳре-шаран уйӑхне 100 пин тенкӗрен ытла ӗҫлесе илме юрамасть. Пуҫлӑх пуканне йышӑннӑ чухнехи пирки мар-ха сӑмахӗ. Кайран, ӗҫрен кайсанхи ҫинчен.
Республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗнер, юпа уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, кӑларнӑ хушура палӑртнӑ тӑрӑх, Чӑваш Енӗн правительство пайташӗн патшалӑх служащийӗн должноҫӗнчен кайсан 100 пин тенкӗрен ытла ӗҫлесе илмесси пирки хут ҫырса шантармалла. Хута министрӑн уйрӑм ӗҫӗ ҫумне ҫӗлесе хурӗҫ.
Чару патшалӑх служащийӗн ӗҫне пӑрахнӑ хыҫҫӑнхи икӗ ҫула пырӗ. Енчен те шалу 100 пин тенкӗрен пысӑкрах ҫӗре вырнаҫас тесен Коррупципе кӗрешес енӗпе ӗҫлекен комиссирен ирӗк илмелле.
Хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ коррупципе кӗрешессине вӑйлатас тӗллевпе кӑларнине пӗлтернӗ.
ЧР ШӖМ министрӗ Сергей Неяскин Шупашкарти ҪҪХПИ уйрӑмӗн пуҫлӑхне Эдуард Шемякова должноҫран кӑларнӑ. Темпе айӑпа кӗмен вӑл. Шемяков шалти ӗҫсен органӗсенче урӑх ӗҫе куҫать.
Министр ку хушӑва паян алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Ҫӗнӗ ӗҫри должноҫе вӑл ҫитес вӑхӑтра йышӑнӗ. Ун вырӑнне кам пуласси хальлӗхе паллӑ мар.
Сӑмах май, Эдуард Шемяков Шупашкарти ҪҪХПИ уйрӑмӗн пуҫлӑхӗнче 2015 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнчен ӗҫленӗ.
Чӑваш Енӗн ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗнче тӑрӑшнӑ Константин Никитина паян ӗҫрен хӑтарнӑ. Республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, хушӑва ЧР Правительствин пуҫлӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Светлана Енилина алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.
Константин Никитина 2015 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 11-мӗшӗнче ял хуҫалӑх министрӗн ҫумне лартнӑччӗ. Ун чухне министрта Сергей Павлов тӑрӑшатчӗ. Маларах Константин Никитин Вӑрмар район администрацийӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑччӗ. Патшалӑх службинче ӗҫличчен вӑл слесарьте, савутри цех наладчикӗнче, тӗп бухгалтерта, финанс уйрӑмӗн заведующийӗнче ӗҫленӗ. 1989-2010 ҫулсенче Константин Никитин Вӑрмарти РАЙПО председателӗнче вӑй хунӑ. Унӑн экономист тата юрист дипломӗсем пур.
Раҫҫейре Наци гвардийӗн ҫарӗсен федераци службине йӗркелесе хунине Чӑваш халӑх сайтне вулакансем пӗлеҫҫех ӗнтӗ. Асӑннӑ тытӑмӑн Чӑваш Енри уйрӑмне ертсе пыма Алексей Ежеев полици полковникне ҫирӗплетнӗ. Кун пирки хушӑва Наци гвардийӗн ҫарӗсен федераци службин директорӗ Виктор Золотов генерал приказ кӑларнӑ.
Ҫӗнӗ тытӑма куҫиччен Алексей Ежеев Шалти ӗҫсен министерствин ведомствӑлла мар хурал пайӗн управленине ертсе пынӑ. Полицин полковникӗ ята тивӗҫнӗ йӗрке хуралҫи ШӖМ ӗҫченӗн ҫемйинче ҫуралса ӳснӗ. «Правда ПФО» интернет-хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, наци гвардине Чӑвашра ертсе пыраканӑн ашшӗ, Владимир Ежеев, темиҫе ҫул каялла республикӑри ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн управленийӗнче ӗҫленӗ, ҫав управление ертсе пынӑ.
Паянтанпа Чӑваш Енӗн Пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен комитетне республикӑн Юстици министерствипе пӗрлештернӗ. Ҫӗнӗ ведомство Юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерстви ятлӑ пулӗ. Кун пирки хушӑва регион Элтеперӗ Михаил Игнатьев паян алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Хыҫҫӑнах Михаил Игнатьев тепӗр йышӑну та кӑларнӑ. Унта юстици министрӗн тивӗҫне пурнӑҫлама маларах асӑннӑ комитета ертсе пынӑ Наталья Тимофеевана ҫирӗплетме йышӑннӑ.
Пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен комитечӗ маларах вӑл министерство пулнӑччӗ, кайран, пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗнче ӑна комитета куҫарни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Комитет ертӳҫине Наталья Тимофеевана лартнӑччӗ. Унччен Н. Тимофеева пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен министрӗн ҫумӗнче тӑрӑшнӑччӗ.
Комитетпа министерствӑна пӗрлештернине кура служащисен шучӗ 10 процент ытла чакмалла.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |